09 февраля 2018 г.
Пулас шкул вырăнĕнче хальлĕхе çĕр кăна чавнă пулин те, строительсем объекта 2019-мĕш çулта çĕртме уйăхĕнче туса пĕтерме шантараççĕ.
График тăрăх, шкул алăкĕсем çитес вĕренÿ çулĕ валли уçăлмалла. Строительсем çĕрпе çыхăннă ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Пулас физкультурăпа спорт комплексĕнче сăвайсене çапса кĕртнĕ. Халĕ çакна вĕренÿ корпусĕн вырăнĕнче тăваççĕ. Ку ĕçе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне пĕтермелле. Строительсем çавăн пекех коммуникаци тытăмне вырнаçтараççĕ.
Шкула федераци программипе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Вăл 4 пайран тăрĕ: иккĕшĕнче - вĕренÿ класĕсем, тепринче администраци вырнаçĕ, спорт комплексĕ те уйрăм пулĕ. Хальхи нормăсене шута илсе шкулта логопед пÿлĕмĕ, кĕçĕн çулти ачасем валли вăйă вырăнĕсем, компьютер, хушма пĕлÿ илмелли классем, мастерскойсем, акт, хореографи залĕсем тата столовăй тăвĕç.
Шкул таврашне тирпей-илем кĕртме строительсем кăçалах тытăнĕç. Кунта хăйне евĕрлĕ спорт лаптăкĕ пулĕ. Унта ачасем пушă вăхăтра баскетболла, волейболла, футболла выляма пултарĕç.
Подробнее...