14 февраля 2018 г.
ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов нарăсăн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав кĕперĕн иккĕмĕш тапхăрне тунă çĕрте пресс-тур ирттерчĕ.
Ăна 2015 çулта тума пуçланă. Пĕлтĕр кунта федераци хыснинчен 340 млн тенкĕ хывнă. Кĕперĕн пĕрремĕш черетне 2017 çулта, Республика кунне паллă тунă кун, хута ячĕç. Объекта пĕтĕмпех ĕçе кĕртсен транспорт харăсах ултă ретпе çÿрĕ. Строительство çинчен «Пелискер» подряд организацийĕн тĕп инженерĕн çумĕ Николай Сукманов каласа пачĕ:
— Ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Хула администрацийĕпе çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн иккĕмĕш тапхăра кăçалхи юпа уйăхĕнче туса пĕтермелле.
Кĕпере тутаракан саккасçă — Шупашкар хула администрацийĕ — тĕп подряд организацийĕ объекта производство-технологи нормативне еплерех пăхăннине палăртса тăма Хусанти «Инвестхолдингстрой» обществăпа килĕшÿ çирĕплетнĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен пире строительсен ĕçĕ тивĕçтерет, — пĕлтерчĕ журналистсене Руслан Сулейманов контролер. — Çапах та хăш-пĕр чухне технологие пăхăнманни пулкалать — подрядçă ячĕпе представлени çырса е сăмахпа асăрхаттаратпăр. Йăнăша хăвăрт тÿрлетеççĕ. Çитменлĕхсем строительство материалĕсен пахалăхĕпе мар, технологи процесĕпе çыхăннă. Сăмахран, объекта кашни автомашина илсе килекен бетон пахалăхне хаклатпăр. Эпир объектра — 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен. Строительство вĕçленичченех тĕрĕслесе тăратпăр».
Владимир Иванов министр ăна çапла хак пачĕ:
— Тĕп подрядçă графикра пăхнă вăхăтран кăштах маларах та пырать. Тата виçĕ пине яхăн тонна бетон кирлĕ пулать. Кăçалхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне асфальт сарса пĕтерме пултараççĕ.
Первоисточник: "Хыпар"