Московский район г.Чебоксары ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта. 

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://mosk.cap.ru/ 

Видеоновости » Тĕп хулари шкулсенче ачасене пĕрремĕш класа йышăнмалли тапхăр çывхарать

18 января 2018 г.

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕччен нумай пулин те, ачасене пĕрремĕш класа яракансен халех хатĕрленме пуçламалла. Республикăри шкулсем кĕçех заявлени йышăнма тытăнĕç. Вĕсене электронлă майпа памалла. Сервера тĕрĕслеме тата  ашшĕ-амăшне документа çырма хăнăхтарма паян Шупашкарти шкулсенче 215 оператор ĕçленĕ. 

Шупашкарта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансен йышĕ çулсерен хушăнса пырать. Кăçал пуçласа шкула каякансен шучĕ 7 пин çурăран та иртĕ. Пĕлӳ çурчĕсем çителĕксĕр пулнăран ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Ытти çулсенче  палăртнă шкула лекес тесе ашшĕ-амăшĕ заявлени пама çĕрĕпе черет тăнă. 2016 çултанпа Шупашкарта çакна электронлă майпа пурнăçлаççĕ.

Чи малтан заявленисене шкул çумĕнчи микрорайонта пурăнакансенчен йышăнĕç. «Иртнĕ çулсенче  ырă ятлă вĕренÿ заведенисене лекес тĕллевпе суя пропискăсем тунă тĕслĕхсем те пулнă.  Сăмахран, пĕр хваттерте харăсах 5 ачана регистрациленĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшне те, хваттер хуçине те  явап тыттарнă. Кун пек тĕслĕхсене эпир сăнасах тăратпăр», - терĕ Вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров. Ленин районĕнче пурăнакансенчен  заявленисене кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 9 сехетрен пуçласа йышăнма тытăнаççĕ. Калинин районĕ валли кăрлач уйăхĕн 31-мĕшне уйăрнă. Мускав районĕнче пурăнакансемшĕн вара сайт нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçă пулĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн енчен те шкулсенче  вырăнсем юлсан, ачасене прописка пăхмасăр йышăнĕç. Халĕ „Е-услуги. Образование“ сайта кĕрсе  заявлени çырма хăнăхма пулать. Портал кăрлач уйăхĕн 26-мĕшчен уçă пулĕ. Электронлă документра малтан ашшĕ-амăшĕн хăйсем çинчен пĕлтермелле, кайран ачи пирки çырмалла. Çавăн пекех мĕнле адреспа пурăннине палăртмалла. Ун хыççăн сайт ачан хăш шкула 

Подробнее...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Система управления контентом
428017, г. Чебоксары, Московский пр., 33а
Телефон: (8352) 45-22-55
Факс: (8352) 45-22-55
E-Mail: mosk@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика