Московский район г.Чебоксары ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта. 

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://mosk.cap.ru/ 

Видеоновости » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне яракан Çырупа паллаштарчĕ

16 января 2018 г.

 Пĕлтерĕшлĕ документа ĕçе кĕртни республикăри пурнăç шайне ӳстерме май парĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ сессие тимлекенсен йышĕнче Алексей Енейкин корреспондент та пулчĕ. 

Патшалăх Канашне яракан çырăва экспертсен шухăшĕсене тата халăх сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрлеççĕ. Тĕп тĕллев ― кулленхи ĕçсене тухăçлă туса ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси.

Михаил Игнатьев Çырăва пĕр сехет ытла вуларĕ. Малтанах вăл иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр çĕршывра Экологи çулталăкĕ пулнă май, Чăваш Ен Атăл тăрăхĕнчи чи таса регионсен йышне кĕнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри вара - халăхăн пурăнмалли майĕсене лайăхлатасси. Кунта çĕршыв президенчĕн хушăвĕпе кăçалтан çемьесене паракан пулăшу та пысăк витĕм кӳмелле. Ĕç укçине илес пулсан, пĕлтĕр шалу виçи 7 процент ӳснĕ. Кăçал вăл тепĕр 10-12 процент хăпармалла. Çакна уйрăмах сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем туйса илĕç. Чи пĕчĕк шалу пурăнма май паракан укçа шайĕпе танлашĕ. Кăçал вăл 11 пин те 163 тенкĕ пулать, пĕлтĕрхинчен 43 процент ытларах. Çак улшăну 30 пин çынна пырса тивĕ. 

Промышленноçа та пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çĕнĕ инвестици проекчĕсене явăçтарса электротехника кластерне аталантармалла, хальхи технологисене пурнăçа кĕртсе çамрăк специалистсем валли ĕç вырăнĕсем тумалла. Пĕлтĕр республикăра 2 пин те 800 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал та 2 пинрен кая мар тумалла. Ял хуçалăхне аталантармалла.

Михаил Игнатьев министрсемпе вырăнти пуçлăхсем умне чылай тĕллев лартрĕ. Федераци программисене хутшăнса хуласемпе ялсене хăтлăрах тума тăрăшмаллине каларĕ. Кăçал автомобиль çулĕсене çĕнетме кăна пĕр миллиард çурă тенкĕ уйăрнă. Вĕренӳ ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Шупашкарта Атăл тăрăхĕнчи кадет корпусĕ хута каймалла. Унсăр пуçне ача сачĕсемпе шкулсем тăваççĕ. 2025-мĕш çул тĕлне иккĕмĕш сменăпа вĕреннине пĕтĕмпех пăрахăçламалла. Кашни 5-мĕш шкул çĕнĕ вĕренӳ проекчĕпе ĕçлеме пуçлĕ.

Республикăра сывлăх сыхлавĕ те çирĕп утăмсемпе пырать. Иртнĕ çулсенче Чăваш Енри кашни 4-мĕш фельдшер пунктне çĕнетнĕ. Яла ĕçлеме каякан çамрăк тухтăрсене 500 пин тенкĕ параççĕ. Унсăр пуçне Шупашкарта çĕнĕ больницăсем тăваççĕ. Республикăри вăтам пурнăç шайĕ вара 72 çула çитнĕ.

Подробнее...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Система управления контентом
428017, г. Чебоксары, Московский пр., 33а
Телефон: (8352) 45-22-55
Факс: (8352) 45-22-55
E-Mail: mosk@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика